#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ спорт министрне Михаил Дегтярева ҫӗршыври малашнехи анлӑ ӑмӑртусене планлама, вӗсем тӗнчери ытти событисемпе ан ҫыхӑнччӑр тесе хушнӑ. Ҫак ӗҫе патшалӑх пуҫлӑхӗ июлӗн 10-мӗшӗнче правительство членӗсемпе канашлура пӗлтернӗ.
"Ҫакӑн пек шайри, ҫавӑн пек масштаблӑ пулас ӑмӑртусем тӗнчери календарьсемпе шайлашса тăччăр тесе планламалла", - тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ Дегтярева БРИКС ваййисем, "Пуласлӑх вӑййисем", ҫавӑн пекех ытти спорт мероприятийӗсем хатӗрленни тата пĕтĕмлетÿ ҫинчен доклад итленӗ май.
Путин каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ ют ҫӗршыв спортсменӗсене пулас пысӑк шайри ӑмӑртусене ҫителӗклех хутшӑнассине тивӗҫтерме кирлӗ.
Раҫҫей лидерӗ ҫакӑн пек анлӑ спорт мероприятийӗсене ирттермелли питӗ лайӑх опыт тесе каланӑ, унта килес текенсен шучӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫӗнтерӳҫӗсене, призерсене тата тренерсене тӳлемелли ыйтӑва вӑраха яма хушман.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
https://iz.ru/1725530/2024-07-10/putin-poruchil-degtiarevu-planirovat-sorevnovaniia-v-rf-s-uchetom-mezhdunarodnykh-sobytii