Çутă çул
-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
13 Кӑрлач , 11:37

"Улыбка" ача сачӗн команди волейбол ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн йышӑннă

2025 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнче вӗрентӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейболла ӑмӑрту ирттернӗ.

Волейбол – пирӗн ҫӗршыври чи анлӑ сарӑлнӑ вӑйӑсенчен пӗри. Волейболӑн массӑллӑ, чӑн-чӑн халӑх характерӗ унӑн эмоциллӗ пултарулӑхӗпе, правилӑсен ансатлӑхӗнче никӗсленсе тӑнипе ӑнлантарса парать.
2025 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнче вӗрентӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейболла ӑмӑрту ирттернӗ.
Вылякансем волейболла выляни пӗрремӗш вӑйӑрах палӑрнă ӗнтӗ, кашни тӗрлӗ меслетпе мечӗке хӑйсен площадки ҫине ӳкме паман. Мечӗке илнӗ чухне йӑнӑшас мар, ӑна вӑл ӑҫта ÿкессине тата ӑна туртса илме пултарайманнине ӑмӑртакан ан тавҫӑрса илтӗр тесе, ӑна персе ӳкерес тӗп задача пулнӑ. "Тараса чашăкĕ" пӗрре пĕр еннелле, тепре тепӗр еннелле тайӑлнӑ. Волейбол — спортӑн команда тӗсӗ, ӑмӑртусене хутшӑннин результачӗ те пур. Виçĕ командӑна хутшӑнакансем пурте ӑмӑртӑва хатӗрленнине, боец пахалӑхӗсене кӑтартнă. Кашни вӑйă хумхануллă иртнĕ, унта хутшӑнакансем, хӑватлӑ та тӗрӗс ҫулсемпе усӑ курса, йӑнӑшсем тӑвас мар тесе тӑрӑшнӑ.
Ăмăртусен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 1-мĕш вырăна Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн команди йышӑннă.
Эмоцисен, кӑмӑл-туйӑмсен тинĕсĕпе, спорт хӗрӳлӗхӗпе - акӑ мӗнпе чысланă спорт ӑмӑртӑвă хутшӑнакансемпе болельщиксене.
Пурте маттур! Малашне те çапла тытмалла!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public218299771

"Улыбка" ача сачӗн команди волейбол ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн йышӑннă
"Улыбка" ача сачӗн команди волейбол ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн йышӑннă
"Улыбка" ача сачӗн команди волейбол ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн йышӑннă
"Улыбка" ача сачӗн команди волейбол ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн йышӑннă
"Улыбка" ача сачӗн команди волейбол ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн йышӑннă
"Улыбка" ача сачӗн команди волейбол ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн йышӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: