2025 ҫулхи январĕн 31-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 2-мӗшӗччен Уфа хулинче федерацин Атӑлҫи округӗн армрестлинг енӗпе Первенстви тата Чемпионачĕ иртнӗ.
Ӑмӑртусене Раҫҫейри 12 регионти 600 спортсмен хутшӑннӑ. Пушкӑрт Республикин пӗрлештернӗ йышӗнче Пишпÿлек районӗнчи тăхăр спортсмен та хутшăннă. Станислав Никитинпа Екатерина Меркулова хӑйсен виçе категорийӗсенче бронза призерĕсем пулса тӑнӑ.
Пирӗн спортсменсемпе тренерсене Татьяна Михайловнапа Георгий Гочаевича питӗ лайӑх кӑтартупа тата ҫитӗнӳсенче чарӑнса тӑмасӑр малалла ҫеҫ каяс кӑмӑлпа саламлатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.