Апрелӗн 5-мӗшӗнче "Парус" спорт шкулӗнче Пишпÿлекри тӗп район больницин ӗҫченӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Ĕҫе тата оборонӑна хатӗр" физкультурӑпа спорт комплексӗн нормативӗсене панă.
ГТО нормисене пани - хӑвӑнпа ӑмӑртни пулать, ҫав ӑмӑртусенче эсӗ хӑвна пысӑк коллективӑн пӗр пайӗ пек туятӑн. Ӗҫтешсем пулӑшни лайӑх ҫитӗнӳсем тума пулӑшать, ыттисене ҫӗнтерни пӑшӑрхантармасть, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне тӗртет.
ГТО программи ҫынсене хавхалантарать тата пӗрлештерет, наци сывлӑхне ҫирӗплетме тата обществӑри физкультура активлăхне ӳстерме пулӑшать.
#Бижбулякскийрайон
#СпортивнаяШколаПарус
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.