-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Апрелӗн 26-мӗшӗнче Пишпÿлекре Гоча Константинович Онанашвилине халалланӑ армрестлингпа уҫӑ ӑмӑртусем иртнĕ. Ӑмӑртусене Уфа, Октябрьски, Дюртюли, Туймазă, Давлекано хулисенчен, Пишпÿлек, Мияки, Альшей, Чекмагуш районӗсенчен 150 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемшӗн 18 комплект медаль, хӗрсем, яш-кӗрӗмсем, юниорсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче вылятнăскерсем, награда пулса тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.