Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
26 Июнӗн , 11:36

Çирĕклĕ клубĕнче спортпа вӑйӑ программи иртнĕ

Çирĕклĕ клубӗн «Сывлӑх ҫӗршывне çул çӳрени» спортпа вӑйӑ программи сывлӑх ҫинчен, усӑллӑ та сиенлӗ йӑласем ҫинчен, кун режимне пӑхӑнасси ҫинчен пысӑках мар калаҫуран пуҫланнă.

Малалла командӑсем «Усӑллӑ апат-ҫимӗҫ», «Спорт», «Зарядка», «Кун йӗрки» станцисем тӑрӑх ҫул тытнă.
Командăсем станцисене хӗрӳллӗ кӗрешӳпе иртнĕ. Болельщиксем хӑйсен командисемшӗн куляннă. Ачасем пӗтӗм вӑйран финиш патне чи малтан пыма тӑрӑшнă. Программӑна ӳт-пӳ пахалӑхӗсене аталантарма кӑна мар, шухӑш хӑвӑртлӑхне, тимлӗхне, тӗллевне, ҫаврӑнӑҫулӑхне аталантарма пулӑшакан упражненисем те кӗртнӗ. Ачасем хӑйсен гигиена япалисем ҫинчен тупмалли сăмахсен тупсӑмĕсене тавҫӑрса илнӗ, тасалӑх ҫинчен каланӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ.  Сывлӑх ҫӗршывӗ тӑрӑх ҫул ҫӳренӗ май ачасем ертсе пыраканпа пĕрле петĕмлетÿ тунă: пирӗн сывлӑхшӑн зарядка тумалла, тасалӑха пӑхӑнмалла, тӗрӗс апатланмалла, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳремелле, спортпа туслашмалла. Вӑйӑ программи ачасене кун каҫиччен лайӑх кӑмӑл-туйӑм тата хавхалану зарячӗ парнеленӗ.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
Çирĕклĕ клубĕнче спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Çирĕклĕ клубĕнче спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Çирĕклĕ клубĕнче спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Çирĕклĕ клубĕнче спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Çирĕклĕ клубĕнче спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Çирĕклĕ клубĕнче спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Çирĕклĕ клубĕнче спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас