Хушăлкари ял библиотекин ҫуллахи кану площадкин ӗҫӗн пиллӗкмӗш кунӗнче Физкультурниксен кунне халалласа «Спорт кунӗ» йӗркеленӗ. Ҫак уяв спортсменсене, вӗрентекенсене, физкультура учителӗсене тата спортпа сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене пурне те чыслать. Уяв кунӗ улшӑнуллӑ, ҫулсерен улшӑнать, мӗншӗн тесен августӑн иккӗмӗш шӑматкунне лекет. Ачасем ҫак уяв мӗнле пуҫланса кайнин историпе паллашнă. Малалла хӑвӑртлӑха, тӗрӗслӗхе тата тавҫӑрулӑха аталантарма пулӑшакан хастар вӑйӑсемпе эстафетӑсем йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва икӗ команда хутшӑннӑ, «Хӑюллисем» тата «Харсӑррисем», анчах туслӑх ҫӗнтернӗ. Унта хутшӑнакансем пурте хавхалантару вырӑнне пӗчӗк парнесем илнĕ.
#БиблиотекаДосуг
#ЛетоКнига
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.