Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
21 Августӑн , 11:53

Гузель Бурангулова ухӑпа перессипе тӗнче Чемпионачӗн призерӗ пулса тӑнă

Каныкайри пирӗн ентеш Гузель Бурангулова йӑлана кӗнӗ ухӑпа перессипе 16-17 ҫулсенчи ачасен тӗнче Чемпионачӗн призерӗ пулса тӑнă.

Гузель Бурангулова ухӑпа перессипе тӗнче Чемпионачӗн призерӗ пулса тӑнă
Гузель Бурангулова ухӑпа перессипе тӗнче Чемпионачӗн призерӗ пулса тӑнă
 
Каныкайри пирӗн ентеш Гузель Бурангулова йӑлана кӗнӗ ухӑпа перессипе 16-17 ҫулсенчи ачасен тӗнче Чемпионачӗн призерӗ пулса тӑнă. Чемпионат Актау хулинче (Казахстан) иртнӗ. Гузель Р. Гарипов ячĕллĕ БРГИ выпускникӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ вара Каныкайра пурӑнаҫҫӗ.
Спортсменкӑн тренерӗ Раис Низаметдинов каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Гузель кӑтартӑвӗ - Раҫҫей сборнӑйӗшӗн пысӑк ҫитӗнӳ, ӑна ҫине тӑрса ӗҫленипе тата тӑрӑшнипе тума май килнӗ. Ҫав вӑхӑтрах, тунӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑма никам та шутламасть. Умра - ҫӗнӗ тӗллевсемпе çитĕнÿсем, вӗсенчен чи кирли - ҫитес тӗнче чемпионатӗнче «ылтӑн» медаль илесси.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 

 

Гузель Бурангулова ухӑпа перессипе тӗнче Чемпионачӗн призерӗ пулса тӑнă
Гузель Бурангулова ухӑпа перессипе тӗнче Чемпионачӗн призерӗ пулса тӑнă
Гузель Бурангулова ухӑпа перессипе тӗнче Чемпионачӗн призерӗ пулса тӑнă
Гузель Бурангулова ухӑпа перессипе тӗнче Чемпионачӗн призерӗ пулса тӑнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас