Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
1 Ноябрӗн , 16:30

«Кӗмӗл» çултисем ГТО нормисене панă

Октябрĕн 29-мӗшӗнче «Парус» спорт шкулӗн никӗсӗ ҫинче ватӑсем валли «Кӗмӗл ÿсĕм» ГТО нормисене панӑ.

Октябрĕн 29-мӗшӗнче «Парус» спорт шкулӗн никӗсӗ ҫинче ватӑсем валли «Кӗмӗл ÿсĕм» ГТО нормисене панӑ.

Спорт программине  месерле выртнӑ ҫӗртен кӗлеткене пĕр минут тăршшĕпе ҫӗклесси, тӳрӗ урапа гимнастика сакки ҫинче тӑнӑ ҫӗртен малалла пӗшкӗнесси, гимнастика сакки çинче отжимани тăвасси тата ишесси кĕнĕ.

Палӑртмалла: ГТО нормативӗсене пурнӑҫлани ватӑсен хушшинче чӑн-чӑн ӑмӑрту хавалне ҫуратнă. Кӗрешӳ хӗрӳлӗхӗ минутсерен ӳссе пынӑн туйӑннă, пухӑннисен кӑмӑлӗ ҫӗкленнĕ, пит ҫӑмартисем кӗренленннĕ, куҫӗсем йӑлтӑртатнă.

#ГТО
#ГТОБижбуляк
#ГТОСеребряныйвозраст

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club125258211

Автор: Ирина Фомина
Читайте нас