Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
17 Ноябрӗн , 10:57

Путин Самбо кунне наци пуянлӑхӗ тенӗ

#владимирпутин

Путин Самбо кунне наци пуянлӑхӗ тенӗ
Путин Самбо кунне наци пуянлӑхӗ тенӗ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисене Самбо кунӗпе саламланӑ, ҫӗршывӑн спорт тата общество пурнӑҫӗнче ҫак йышши кӗрешӳ уйрӑм вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Унӑн ҫырӑвне чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленӗ.

«Пирӗн ҫӗршывра ҫуралнӑ чӑннипе те хӑйне евӗрлӗ кӗрешӳ тӗсне халалланӑ ҫак уяв Раҫҫейри пур регионта та питӗ нумай ҫынна пӗрлештерет, тивӗҫлипе пирӗн наци пуянлӑхӗ шутланать», — тенӗ чӗнсе каланинче.

Спортӑн ҫак тӗсӗ ӳт-пӳ вӑйне кӑна мар, ҫыннӑн пӗлтерӗшлӗ пахалӑхӗсене — ирӗклӗхе, хӑйне хӑй дисциплинӑна, тупӑшакана хисеплессине — аталантарнине палӑртнă вӑл.

Президент палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче самбо хӑйӗн географине тата аудиторине кал-кал анлӑлатать: Раҫҫей спортсменӗсем тӗнчери чи пысӑк турнирсенче витӗмлӗ кӑтартусем ҫирӗппӗн пурнӑҫлаҫҫӗ, массӑллӑ юхӑма вара «Самбо —шкула» проект аталанӑвӗ пулӑшать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: https://fotobank02.ru/Анастасия Ададурова («Стерлитамакский рабочий» кăларăв).

https://iz.ru/1991143/putin-nazval-den-sambo-natcionalnym-dostoianiem-izi

 

 

 

Путин Самбо кунне наци пуянлӑхӗ тенӗ
Путин Самбо кунне наци пуянлӑхӗ тенӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас