«Парус» спорт шкулӗнче ГТО нормативӗсене парас енӗпе тӗрӗслевсем иртнĕ, унта Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн вӗренсе тухакан ушкӑнӗн воспитанникӗсем хутшӑннă. Ҫак кун хӑйсен ӳт-пӳ ӑсталӑхне, чӑтӑмлӑхне хумханса та хӗрӳленсе кӑтартнӑ пӗчӗк спортсменсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑнă.
Ҫак пулӑм шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ГТО тытӑмне хута яни пӗлтерӗшлине тепӗр хут палӑртнă, чи ҫамрӑккисене пӗчӗкренех хастар та сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарма пулӑшнă.
#Бижбуляк
#спортивныйБижбуляк
#спортэтожинь
#ГТО
#ГТОБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.