Çутă çул
-16 °С
Юр
Пур хыпар та
СПОРТ
30 Декабрӗн 2025, 11:24

Аитри ҫӗнӗ витнӗ корт - спорта аталантармалли хӑватлӑ импульс

Аит ялӗнче тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм — ҫӗнӗ витнӗ хоккей корчӗ ҫинче пӑра пӗрремӗш хут тӗрӗсленĕ!

Аитри ҫӗнӗ витнӗ корт - спорта аталантармалли хӑватлӑ импульс
Аитри ҫӗнӗ витнӗ корт - спорта аталантармалли хӑватлӑ импульс


Декабрĕн 27-мĕшĕнче Аит ялӗнче тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм — ҫӗнӗ витнӗ хоккей корчӗ ҫинче пӑра пӗрремӗш хут тӗрӗсленĕ!
Сезон пуҫланас умӗн Аитри, Пишпӳлекри тата Йăлпăлактамакри хоккеистсем юлташла матчра пӑра тӗрӗсленĕ. Техника тӗрӗслевӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗ, хĕрÿ хоккей ҫапӑҫӑвӗсем ҫакна ҫирӗплетсе панă: площадка чи пысӑк вӑйӑсене хатӗр!
Корта официаллӑ майпа уҫассине 2026 ҫулхи феврале палӑртнӑ, ӑна шайбӑпа хоккей енӗпе йӑлана кӗнӗ турнирпа паллӑ тӑвӗҫ.
Районшӑн историллӗ матч мӗнле пынине сумлӑ хӑнасем сӑнанă: Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Артур Галеев, пуҫлӑхӑн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем тĕлешпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Данилов, пуҫлӑхӑн строительство тата ЖКХ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Максим Асадуллин, Пишпӳлек районӗн хоккей федерацийӗн президенчӗ Рим Гадельшин.
Салам сӑмахӗсем каланӑ хыҫҫӑн тата пӑр ҫине савӑнӑҫлӑн ывӑтнӑ хыҫҫӑн чӑн-чӑн спорт кӗрешӗвӗ пуҫланса кайнă.
Аса илтерер: Пишпӳлек районӗнче хоккей хӑпарса пырать! Вырӑнти хоккей шкулӗн воспитанникӗсем Уфари хоккей лигин шайӗнче республика первенствинче ӑнӑҫлӑ выляҫҫӗ. Ҫак сезонра районти ҫамрӑксен сборнӑйӗ Пушкӑртстан Республикин Первенствине хутшӑнӗ.
Аитри ҫӗнӗ витнӗ корт - спорта аталантармалли хӑватлӑ импульс, тренировка тума питӗ лайӑх май тата, паллах, пулас ҫӗнтерӳсем валли вырӑн!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

Аитри ҫӗнӗ витнӗ корт - спорта аталантармалли хӑватлӑ импульс
Аитри ҫӗнӗ витнӗ корт - спорта аталантармалли хӑватлӑ импульс
Аитри ҫӗнӗ витнӗ корт - спорта аталантармалли хӑватлӑ импульс
Аитри ҫӗнӗ витнӗ корт - спорта аталантармалли хӑватлӑ импульс
Аитри ҫӗнӗ витнӗ корт - спорта аталантармалли хӑватлӑ импульс
Аитри ҫӗнӗ витнӗ корт - спорта аталантармалли хӑватлӑ импульс
Автор: Марина Иванова
Читайте нас