Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин сăрт-ту йӗлтӗрҫине Алексей Бугаева Италири Паралимп вӑййисенче слаломра ту йӗлтӗр спорчӗн ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Телеграмма пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленнӗ.
"Сире савӑнӑҫпа саламлатӑп. Слаломри шанчӑклӑ, илемлӗ ҫӗнтерӳпе эсир хӑвӑрӑн пысӑк чемпион титулне тепӗр хут ҫирӗплетрӗр, ҫивӗч ӑсталӑха, вӑй-хала тата характерӑн ҫирӗплӗхне кӑтартрӑр", - тенӗ ҫыру текстӗнче.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ Кремльте Бугаев ҫитӗнӗвӗпе, ҫавӑн пекех XIV Хӗллехи Паралимп вӑййисенче лайӑх кӑтартусем тунӑ Раҫҫейӗн пӗтӗм сборнӑйӗпе чун-чӗререн мухтанни ҫинчен каланă. Президент спортсмена ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем суннă.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/