

Пишпÿлекре Гоча Константинович Онанашвилие асӑнса армрестлинг турнирӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртусем республикӑри тӗрлӗ хуларан, районтан спортсменсене пухнă. Тытӑҫусем ҫине тӑрса, курӑмлӑ пулса тухнă. Чи пӗлтерӗшли вара — вӗсем турнира килнӗ кашни ҫынна хӑйсем ҫинчен пӗлтерме май пани. Ку ӳстерсе калани мар, турнира килнӗ спортсменсенчен чылайӑшӗ — спорт карьерин стартра тӑракан ҫамрӑксем-ҫке. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене саламлама район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Семенов, маларах чылай ҫул спорт комитечӗн председателӗнче ӗҫленӗскер, Гоча Онанашвилипе тухӑҫлӑ ӗҫленӗскер, килнӗ. «Батыр» клуб йӗркеленнин историйӗ ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн Александр Семенов клуб тренерӗсене Гоча Константиновичӑн ӗҫне малалла тӑснӑшӑн тав тунă, вӗсене укҫа сертификачӗ панă, ҫавна пула «Батырӑн» пурлӑхпа техника базине лайӑхлатма май килӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.