

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн педагогӗ З.Т. Яхина «Шахмат» пӗрлешӳре уҫӑ заняти ирттернӗ. Вӑл ҫак занятие Аслӑ вӑрҫӑра Ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалланӑ шахмат турнирӗпе пӗрлештернӗ. Зульфия Талгатовна занятие саламран пуҫланă, темӑна пӗлтернӗ, шахмат тӑван ҫӗршывӗ — Инди, чи авалхи вӑйӑ, ӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче выляма пӑрахманнине, турнирсем те йӗркеленине пӗлтернӗ. «Сӑмаха каласа пĕтер» разминка, блиц-ыйтӑм ирттернӗ, ачасем «Теремок» юмаха хутшӑннă, унта геройсем — шахмат фигурисем, пӳрчӗ — шахмат хӑми. Унтан занятин практика пайӗ иртнӗ, унта ачасем шахматла вылянă. Занятие вак-тӗвек таранах шухӑшласа тунӑ, ачасем пӗр ӗҫ-хӗл тӗсӗнчен теприне хӑвӑрт куҫнӑ, пӗтӗмпех шахмат темипе ҫыхӑннӑ, техника оборудованийӗпе пӗлсе усӑ курнӑ.
Унта хутшӑнакансем пурте грамотӑсемпе пылак парне илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public144264663