

Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.
Ҫак кун Уфари Кӗрешӳ керменӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 81 ҫул тултарнине халалланӑ турнирсем иртеççĕ. Вӗсен хушшинче — «Ҫурҫӗр амурӗсем» дзюдо енĕпе ăмăртусем, унта ҫамрӑк спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ.
«Пурне те спорт! Тата тӗлӗнмелле кӑмӑл-туйӑм», — тесе ҫырнӑ регион ертӳҫи хӑйӗн социаллă сечӗсенче республикӑра пурӑнакансене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламласа.
Маларах Радий Хабиров ачасене спорта явӑҫтарасси пӗлтерӗшлӗ пулнине темиҫе хутчен те палӑртнӑ, ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхне ҫӗнӗ Кӗрешӳ керменӗн секцийӗсене тӳлевсӗр ҫӳреме май пуррине палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабиров | МАХ официаллӑ канал.