

Сӗтелçи вӑййисем — спорт ӑмӑртӑвӗсемпе е видеовăйăсемпе танлаштарсан, ятарлӑ оборудовани, пысӑк площадкӑсем е техника тӗлӗшӗнчен кӑткӑс хатӗрсем кирлӗ мар. Ҫак йӑпанусен историйӗ пин-пин ҫул шутланать, вӗсен чи авалхи тĕсĕсем Китайран, Индирен палӑраҫҫӗ. Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗн «Кораблик Лето» кӑнтӑрлахи лагерӗн площадкинче А.А. Еремеева ачасене сӗтелҫи вӑййисен историйӗпе кӗскен паллаштарнă.
Кун пек вӑйӑсенчен нумайӑшӗ икӗ е ытларах ҫын валли, ҫакӑ вӗсене чӗрӗ хутшӑнмалли питӗ лайӑх меслет туса хурать.
Ачасем ялти клубра питӗ лайӑх вӑхӑт ирттернĕ. «Сӗтелҫи вӑййисен сехечӗ» тӗлпулура чӑн-чӑн вырӑс домино правилисене аса илнĕ — пурне те пӗрле тишкернĕ. Унтан вара туслӑ командӑсене пайланса шашкăлла вылянă. Тавтапуҫ пурне те компанишӗн, питӗ лайӑх кӑмӑл-туйӑмшӑн!
#Лето2026#Бижбулякскийрайон #МалоМенеузовскийСК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.