

Июлӗн 21-22-мӗшӗсенче «Парус» спорт шкулӗн воспитанникӗсем ҫут ҫанталӑкра манăçми икӗ кун катамарансемпе ишсе, хастар канупа киленсе ирттернĕ. Ачасем катамарансене ӑста тытса пынӑ кӑна мар, интереслӗ нумай ӗҫ-пуҫпа киленме те ӗлкӗрнӗ. Çулçÿревре пулӑ тытнă, «Дема» юханшывра шыва кӗнĕ, волейболла тата бадминтонла вылянă. Каҫхине, тулӑх кун хыҫҫӑн, кӑвайт умне пухӑннă, унта ачасене чунпа хатӗрленӗ тутлӑ апат кӗтнӗ. Кулни, юрлани, мыскара ҫинчен каласа пани каҫа манӑҫми тунă.
Шывпа ишни ачасемшӗн хӑйсен спорт ӑсталӑхне ҫирӗплетме кӑна мар, команда пек чӑмӑртанма та питӗ лайӑх май пулса тӑнă. Эпир хамӑр воспитанниксенчен кашнинпе мухтанатпӑр, вӗсене ҫакӑн пек ҫутӑ самантсем парнелеме пултарнӑшӑн савӑнатпӑр!
Тавтапуҫ пур хутшӑнакана та питӗ лайӑх кӑмӑл-туйӑмшӑн, позитившӑн! Ҫӗнӗ приключенисем кӗтетпӗр!
#Сплав
#СпортивнаяШколаПарус
#Приключения
#Природа
#АктивныйОтдых
#БижбулякскийРайон
#Бижбуляк
#СпортивныеДети
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулăн социаллă сетьри страницинчен.