

Августӑн 8-мӗшӗнче Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулӗнче чаплӑ уяв — Физкультурник кунӗ иртнӗ! Мероприяти массӑллӑ зарядкӑран пуҫланнӑ, вӑл хутшӑнакансене пурне те позитивпа, вӑй-халпа авӑрланӑ. Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ А.А. Семенов ГТО ВФСК уйрăм паллисене чаплӑ лару-тăрура панă, ҫавӑн пекех «Парус» спорт шкулĕн ӗҫченӗсене тата ПР ял спорт вӑййисене хутшӑнакансене тав тунă, вӗсен ҫитӗнӗвӗсене тав ҫырӑвӗсемпе палӑртнă. Уяв программинче армрестлинг, баскетбол, волейбол, ишев тата сӗтелҫи теннисӗ енӗпе кӑсӑк ӑмӑртусем иртнĕ. Унта хутшӑнакансем питӗ лайӑх кӑтартусем кӑтартнă, чӑн-чӑн спорт кӗрешӗвне кӑтартнă.
Тавах пирӗн спортсменсене килсе пулӑшакансене! Атьӑр спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӗрле малалла аталантарар!
#ДеньФизкультурника
#Спорт
#БижбулякСпортивный
#СШПарус
#БижбулякскийРайон
#ЗдоровыйОбразЖизни
#МинСпорт
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулăн социаллă сетьри страницинчен.