

Пушкӑртстан вице-премьерӗ — спорт министрӗ Руслан Хабибов республикӑри виҫӗ спорт шкулӗн ертӳҫисене ҫӗнӗ автобуссен уҫҫине панӑ. Ҫӑраҫҫисене Уфара Раҫҫей халӑхӗсен Спартакиадине уҫнӑ чухне панӑ.
Пишпӳлек районӗнчи «Парус» спорт шкулӗнче, ПР теннис енӗпе олимп резервӗн спорт шкулӗнче тата ПР фехтовани енӗпе спорт хатӗрленӗвӗн центрӗнче ҫӗнӗ транспорт тухнӑ.
— «Парус» спорт шкулӗ республикӑн Спорт министерствинчен хӑтлӑ ҫӗнӗ автобус сертификатне илнӗ. Иртнӗ Физкультурник кунӗ тӗлне питӗ лайӑх парне! Правительствӑна пулӑшу панӑшӑн тавтапуҫ! Ҫӗнӗ автобус пулӑшнипе пирӗн спортсменсен Раҫҫей тата республика ӑмӑртӑвӗсемпе турнирӗсене хутшӑнма ҫӗнӗ майсем пулӗҫ, — ӑнлантарнă пулӑма Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов хӑйӗн МАХ-каналӗнче.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Ильшат Ахметов | ПР Спорт министерствин пресс-служби панӑ,
Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗн Александр Семеновӑн МАХ-каналӗ.