

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров августӑн 24-мӗшӗнче эрнесерен иртекен оперативлӑ канашлура çамрӑк гимнасткӑна Полина Дмитриевана тата унӑн тренерне Елена Кайгулована патшалӑх наградисем панă.
Стерлитамакри олимп резервӗсен шкулӗнче тӑватӑ ҫултан гимнастикӑпа ӗҫлекен нумай ачаллӑ ҫемьери спортсменка Хорватире юниорсен хушшинче иртнӗ Европа чемпионатӗнче тӑватӑ ылтӑн тата пӗр кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Полина Дмитриева республика Пуҫлӑхӗн тавне, тренер Хисеп грамоти илнӗ. Интереслӗ, Кайгуловсен ҫемйинче гимнастикăпа ашшӗ-амӑшӗ, аппӑшӗ, хӗрӗ тата тӑванӗсен ачисем тӑрӑшаҫҫӗ. Пуҫлӑх тренера тата ашшӗ-амӑшне спортсменкӑна воспитани панӑшӑн тав тунă, республика ҫамрӑк атлетсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтаннине палӑртнă, ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем суннă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru