Çутă çул
+15 °С
Облачно
СПОРТ
7 Сентября , 06:09

Пишпÿлекре шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче волейболла ӑмӑртусем иртнĕ

Сентябрӗн 4-мӗшӗнче Пишпÿлекри «Парус» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексĕнче шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче волейболпа зонӑри ӑмӑртусем пулнă.

Пишпÿлекре шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче волейболла ӑмӑртусем иртнĕПишпÿлекре шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче волейболла ӑмӑртусем иртнĕ
Пишпÿлекре шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче волейболла ӑмӑртусем иртнĕ

Сентябрӗн 4-мӗшӗнче Пишпÿлекри «Парус» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексĕнче шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче волейболпа зонӑри ӑмӑртусем пулнă.

Турнира Пишпӳлек тата Альшей районӗсенчи, çавӑн пекех Пелепей тата Давлекан хулисенчи хальхи ӗҫченсемпе полици ветеранӗсен командисем хутшӑннă. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов саламланă. Ҫакӑн евӗр турнирсем районта спорта аталантарма пулӑшнине палӑртса вӑл малалла та ӑмӑртусем ирттерес енӗпе кирлӗ мерӑсем йышӑнассине шантарнă.

Хӗрӳ матчсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх вырӑнсене ҫапла пайланӑ: 1-мӗш вырӑн — Раҫҫей МВД Пишпӳлек районӗнчи пайӗ; 2-мӗш вырӑн — Альшей районӗн команди; 3-мӗш вырӑна Давлекан хулин команди илнĕ. Ҫӗнтерӳҫӗсене кубокпа тата медальсемпе чысланӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/officialbiz

 

 

Пишпÿлекре шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче волейболла ӑмӑртусем иртнĕ
Пишпÿлекре шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче волейболла ӑмӑртусем иртнĕ
Пишпÿлекре шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче волейболла ӑмӑртусем иртнĕ
Пишпÿлекре шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем хушшинче волейболла ӑмӑртусем иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас