Вакцинациленме шут тытрӑм, анчах та мана каярахпа пулса иртекен кӑткӑслӑхсем, сӑмахран, онкологи е тромбоз, чирĕсем пулса кайма пултарать тени хăратать. Çакă вал пуринчен ытларах паракан ыйту.
ПР Премьер-министрӑн заместителӗ — сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Максим ЗАБЕЛИН хуравлать.
— Тӗнчери экспертсем нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, коронавирусран вакцинацилени онкологи чирӗсем кӑлармасть тата вӗсене малашлӑхра пуçарса яма пултараймасть. Пӗрремӗшӗнчен, вӑл чӗрӗ мар тата организмра пухӑнмасть. Иккӗмӗшӗнчен, антителасем чирленӗ хыҫҫӑн, вакцинаципе танлаштарсан, онкологи чирӗсен теветкеллӗхне ӳстермеҫҫӗ.Чи малтан, ҫакӑ ҫулталӑк ытла ӗнтӗ усă куракан «Спутник V» вакцинăна тивет, вӑл малашнехи онкологи чирӗсем ҫинчен калакан даннӑйсем ҫукки тата ҫӗнӗ патологисем аталанманнине кӑтартать.
Тромбоз пирки калас пулсан. Ун патне час-часах, вăтамран 15 процентра, COVID-19 чирлесе ирттерни хыççăнхи кӑткӑслӑх илсе ҫитерет. Вакцинаци тромбоз патне илсе çитерме пултараймасть, мӗншӗн тесен вакцинӑра вирус хӑй ҫук, унӑн белокĕсем ҫеҫ пур. Çырса кăтартнă вакцина валли «ChadOx1» (Vaxfevria) «АстраЗенека» (Великобритани производствин аденовекторлӑ платформи ҫинчи препарат) тромбозсем пулнӑ, анчах та питӗ сайра — час-часах 0,0004 процентран ытла мар пулнӑ.
https://resbash.ru/ информацийĕпе.