Сан-Маринӑра коронавируспа мӗнпур чикӗсене çыхăннă пăрахăçланă, Раҫҫей «Спутник V» вакцинӑна пула вируса ҫӗнтерни ҫинчен пӗлтернĕ, вӑл пысӑк эффективлă пулнă.
Сан-Марино вируса хирĕçле чикĕсене пăрахăçланă Европӑри пӗрремӗш патшалӑх пулса тӑнӑ. Ҫӗршыври ҫитӗннӗ халӑхӑн 70 проценчӗ Раҫҫей препарачӗпе вакцинациленнĕ.
Сан-Марино сывлӑх сыхлав министрӗ Роберто Чиаватта вируспа лару-тӑру кӑткӑс пулнине палӑртать. Чир вакцинацие пула чакма пуҫланӑ, паян Сан-Маринӑра госпитализациленӗ чирлӗ ҫынсем ҫук.
Вакцина тухӑҫлӑхне нумаях пулмасть Индонезире ырланӑ, вĕсем Раҫҫей препаратне ырланӑ ҫитмӗлмӗш ҫӗршыв пулса тӑнӑ. 4 миллиард ытла ҫын, ку вара пӗтӗм ҫӗршыври халӑхӑн 50% ытла вакцинӑланӑ ӗнтӗ.
Пушкăрт сывлӑх сыхлавӗн юлашки кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑра пӗрремӗш компонентпа 1,17 млн ҫын вакцинациленнӗ, иккӗмӗш компонентпа — 1,02 млн ҫын.
МИХ информацийĕпе.