ПР культура министерстви ҫӗнӗ коронавирус инфекцийĕ сарассипе хӑратакан хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатать.
Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паян ПР культура министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Наталья Лапшинӑпа Уфа театрӗсен директорӗсем хутшӑннипе брифинг пулса иртрӗ.
Брифингра пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан территорийӗнче Культура министерстви вӑйлӑ эпидемиологи лару-тӑрӑвне пула коронавирус инфекцийӗ сарӑлма хӑратакан хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатать.
ПР Культура министерствин приказӗпе килӗшӳллӗн, сентябрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа театрпа концерт организацийӗсене ҫӳреме COVID-19 хирĕç прививка тунине çирĕплетекен QR кода е юлашки 6 уйӑх хушшинче тӳссе ирттернӗ чир ҫинчен калакан справка, е вакцинацие тума юраманнине çирĕплетекен медицина организацийӗн справки пулмалла.
Учреждение кӗнӗ чухне маскӑсем тăхăнмалли, ӳт температурине тӗрӗслемелли тата социаллӑ дистанцие пăхăнмалли яланах ҫирӗп требованисем юлаҫҫӗ.
МИХ информацийĕпе.