Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
22 Сентябрӗн 2021, 11:21

Пушкăртстанри 12 районта Covid-19 пула шкул ачисене дистанци вĕрентĕвне куçараççĕ

Çав шутра пирĕн Пишпÿлек районĕнче те.  

Пушкăртстанри 12 районта Covid-19 пула шкул ачисене дистанци вĕрентĕвне куçараççĕ
Пушкăртстанри 12 районта Covid-19 пула шкул ачисене дистанци вĕрентĕвне куçараççĕ

Пушкӑртстанра дистанци вӗренӗвне 12 районти хăшпĕр шкулсенче йӗркелӗҫ.

Регионти Вӗренӳ министерствин пресс-службин информацийӗпе, 14 куна сентябрӗн 22-23-мӗшӗсенчен пуçласа вӗренекенсем валли 5, 6, 7, 8, 10-мӗш классенче Абзелил, Балтачă, Пелепей, Белорецк, Пишпÿлек, Буздяк, Бурзян, Гафури, Чишма, Мишкин, Стерлибаш тата Янаул районӗсенче ӗҫе кӗртеҫҫӗ.

"Асӑннӑ мерӑна республикӑри ача-пӑча инфекцийӗсем, ҫав шутра ҫӳлерех асӑннӑ районсенче инфекци ерекен ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗпе чирлекенсен шучĕ питӗ пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ, — пӗлтерчӗҫ ведомствӑра. — Йышӑнăва муниципалитетӑн оперативлӑ штабӗ коронавирус инфекцийӗсене сарӑлма памассипе тата асӑрхаттарма палӑртнӑ мероприятисене йӗркелес енӗпе ӗҫлекен, кашни шкулта санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе йышӑнать".

Дистанци вӗренӗвӗн тапхӑрӗнче ҫӑмӑллӑхлӑ категорисем валли апат-çимĕç пуххисем парассине йĕркелеççĕ, хушса хучĕç ПР Вӗренӳ министерствинче.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Пушкăртстанри 12 районта Covid-19 пула шкул ачисене дистанци вĕрентĕвне куçараççĕ
Пушкăртстанри 12 районта Covid-19 пула шкул ачисене дистанци вĕрентĕвне куçараççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: