730 вӗренӳ организацийӗнче коронавирус тӗслӗхӗсене тупса палӑртнӑ.
Пушкӑртстанра республикӑри ача-пӑча хушшинче коронавирус инфекцийӗпе чирленин шучĕ ӳсет.
Роспотребнадзорӑн республика Управленийӗн пуҫлӑхӗ Анна Казак пӗлтернӗ тӑрӑх, 730 вӗренӳ организацийӗнче ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗн чирӗсене тупса палӑртнӑ. "Пилӗк ҫын ытла чирленӗ классенче карантин кӗртеҫҫӗ. Ҫак мерăна регионти 279 шкулӗнче (768 класра) кӗртнӗ, — терӗ Анна Казак. – Эрнере пӗтӗм вӗренӳ организацийӗпе рейдсем иртеҫҫӗ".
Пушкăрт тӗп санитари врачӗ ҫынсем хăйсене ытла çăмăлттай тытнине палӑртрӗ. Суту-илӳ центрӗсенче, транспортра тата массӑллӑ мероприятисенче маска режимне тата социаллӑ дистанцие сахалрах тытса пыма пуҫларӗҫ. Анна Казак ҫак хӑрушсӑрлӑх мерисене пăхăннине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма сӗнчӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: censor.net.ua