Кун ҫинчен республика Пуҫлӑхӗ правительствӑра иртнĕ канашлура пӗлтернӗ.
Радий Хабиров, эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кӑткӑс пулнӑран, массӑллӑ мӗнпур мероприятие чакарма хушнӑ. Регион пуҫлӑхӗ республикӑра Транспорт форумӗ кӑна иртессе палӑртрӗ, мӗншӗн тесен ҫак анлӑ мероприятие хӑнасене йыхравланă ӗнтӗ.
Халӗ Пушкӑртстанра календаре кӗртнӗ официаллӑ ӑмӑрту кӑна ирттереҫҫӗ. Анчах спортсменсем куракансӑр тухса выляҫҫӗ, ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов пӗлтернӗ. Професси клубӗсем кӑна, сӑмахран, "Салават Юлаев", "Уфа" тата ВК "Урал" професси клубӗсем, курмалли вырӑнсене 50 процент тултарса выляççĕ.
Культура мероприятийӗсене куракансем ПЦР-тестпа е сертификатпа кӑна килме пултараҫҫӗ.
«МГ» информацийĕпе.