Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
29 Сентябрӗн 2021, 13:19

Пишпÿлек: ковида хирĕçле патруль ĕçлет

Пишпÿлек районӗнче кӑткӑс эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ сыхланса юлать.  

Пишпÿлек: ковида хирĕçле патруль ĕçлет
Пишпÿлек: ковида хирĕçле патруль ĕçлет

Пишпÿлек районӗнче кӑткӑс эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ сыхланса юлать.

Пандеми пуҫланнӑранпа, COVID-19 инфекципе районта пурӑнакан 1100 ытла ҫын чирлесе ӳкнӗ. Ҫав хушӑрах коронавирус инфекципе чирлекенсен шучӗ хаман та нăкă пысӑкланать. Юлашки эрнере коронавирус инфекцийӗпе чирлекен 131 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Нумайӑшӗ ҫемьепе чирлет, вӗсен хушшинче ачасем пур. Теветкеллĕх

зонинче — ватӑсем тата тарăна кайнă чирсемпе вӑрах чирлекен ҫынсем.

Коронавирус инфекцине малалла сарӑлма парас мар тӗллевпе громкоговорительпе ятарлӑ автомобиль хатӗрленӗ, унпа социаллӑ дистанцие тата профилактика мерисене тытса пыма чӗнсе каланине трансляцилеççӗ. Волонтерсен ушкӑнӗ Пишпÿлек ялӗнчи обществӑлла территорисене патруль тӑвать. Ушкӑнӑн кулленхи маршручӗ халӑх чылай пухăнакан вырӑнсенче иртет. Паян, сентябрӗн 29-мӗшӗнче, антиковид патрулӗ пасар территорийӗнче ӗҫленӗ. Волонтерсен патрулӗ маскӑсемпе памяткăсем валеҫсе панӑ.

Профилактика сӗнӗвӗсене пăхăнма ыйтатпӑр. Вакцинаци иртмелле. Общество вырӑнӗсенче социаллӑ дистанцие тытса пырасси тата уйрӑм мелсемпе (маскӑсемпе, перчеткесемпе, антисептикпа) усӑ курмалла.

Чикĕ мерисем йышӑннӑранпа, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсен правилисене пӑхӑнманшӑн 100 ытла ҫынна штрафланӑ ĕнтĕ.

Ҫакна асра тытӑр: сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсен сывлӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхӗ сирӗн яваплӑхӑртан килет!

Пишпÿлек район администрацийĕн официаллă страницинчен.

Пишпÿлек: ковида хирĕçле патруль ĕçлет
Пишпÿлек: ковида хирĕçле патруль ĕçлет
Пишпÿлек: ковида хирĕçле патруль ĕçлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: