+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Иртнӗ талӑк хушшинче 420 ҫын Пушкӑртстанра COVID-19 чирлесе ӳкнӗ.
Кун пирки коронавирус инфекципе кӗрешекен оперштаб пӗлтерет.
Республикӑра инфекциленисен шучĕ 66 879 ҫынна ҫитнӗ. Ҫав хушӑрах республикӑра талӑк хушшинче 21 пациент вилнӗ, пӗтӗмӗшле хисеп 1615 ҫын таран ӳснӗ.
Пурĕ COVID-19ран 58 334 ҫын сывалнӑ, ҫав шутра иртнӗ талӑк хушшинче 512 ҫын сывалнӑ.
Вакцинациленнисем I компонентпа – 1 282 792 ҫын, II компонентпа —-1 175 839 ҫын.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.