Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Сывлăх
1 Октябрӗн 2021, 06:02

Пушкӑртстан влаҫӗсем чикĕлекен çирĕп мерӑсем йышӑнаҫҫӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Зубовӑри ковид-госпитальте пулнӑ. Мӗн курни ҫинчен вӑл социаллӑ сетьсенче каласа панă.  

Пушкӑртстан влаҫӗсем чикĕлекен çирĕп мерӑсем йышӑнаҫҫӗПушкӑртстан влаҫӗсем чикĕлекен çирĕп мерӑсем йышӑнаҫҫӗ
Пушкӑртстан влаҫӗсем чикĕлекен çирĕп мерӑсем йышӑнаҫҫӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Зубовӑри ковид-госпитальте пулнӑ. Мӗн курни ҫинчен вӑл социаллӑ сетьсенче каласа панă.

Пушкăртстанра коронавирус ерекен чирпе лару-тӑру япӑхлансах пырать. Тухтӑрсем республикӑра прививка тунă ҫынсем COVID-19 чылай ҫӑмӑлрах чирлесе ирттернине палӑртаҫҫӗ.

Радий Хабиров Зубовӑри ковид-госпитале кайса курни çинчен каласа панă:

— Реанимацире тата ИВЛ ҫинче вакцинӑланӑ пӗр çын та ҫуккине хам куҫпа хам куртӑм, — тенӗ вӑл.

Регион пуҫлӑхӗ вакцинацилени кӑна коллективлӑ иммунитета илме тата йӗркеллӗ пурнӑҫ патне таврӑнма пулӑшассине палӑртрӗ. Ҫавна май Пушкăрт антиковид штабӗ республикӑра тӗрлӗ мерӑсем йышӑнать: хӑш-пӗр организацисене икӗ документ пур пулсан кӑна кĕме пултараҫҫӗ: вакцинаци иртни е 6 уйӑх хушшинче коронавируспа чирлесе ирттерни ҫинчен ҫырса хӑварнӑ справка пулсан.

Октябрӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа патшалӑх тата муниципалитет музейӗсене, театрсене, библиотекӑсене, культура ҫурчӗсене, кинотеатрсене, ҫавӑн пекех массӑллӑ спорт мероприятийӗсене ҫӳреме чараҫҫӗ.

Октябрӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак списока суту-илӳ центрӗсем хутшӑнаҫҫӗ; уйрӑм музейсем, курав залӗсем, библиотекӑсем, кинотеатрсем, концерт залӗсем; хуласенчи автобуссемпе хула ҫывӑхӗнчи "Орлан" поездпа ҫӳресси.

Октябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа илемлӗх, косметика, СПА-салонсем, солярисем, мунча, саунăсем, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсем, фитнес-клубсем, бассейнсем кĕреççĕ; ресторансемпе кафесем (унта 50 ытла лармалли вырӑн пулсан).

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкӑртстан влаҫӗсем чикĕлекен çирĕп мерӑсем йышӑнаҫҫӗ
Пушкӑртстан влаҫӗсем чикĕлекен çирĕп мерӑсем йышӑнаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас