Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
5 Октябрӗн 2021, 09:29

Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствинче коронавируса хирĕç вакцинациленнисем мĕншĕн чирлени пирки ăнлантарнă

Регион Министерствин ертӳҫи Максим Забелин каланӑ тӑрӑх, ялан тенӗ пекех йывӑр патологисем пуррисем вакцинаци иртнĕ хыççăн та чирлеҫҫӗ.  

Пушкăрт сывлӑх сыхлавӗн министрӗ каланӑ тӑрӑх, чирлесе ӳкнисем хушшинче вакцинациленисен тӳпи 4 процентран ытла мар. – Вакцинацие пӑхмасӑр, йывӑр патологи пуррисем чирлеҫҫӗ, анчах прививка пур пулсан, вӗсем ҫӑмӑл тата вӑтам формӑпа чирлеҫҫӗ.

Инфекциллӗ госпитальсенче стационарта вакцинациленисен сипленекенсен тӳпи — 0,3 процент ытла мар, — тенĕ Уфари брифингра Максим Забелин. Республика сывлӑх сыхлавӗн министрӗ халӗ республика территорийӗнче интенсивлӑ терапи тата реанимаци уйрӑмӗсенче сипленекен пациентсем хушшинче йывӑр чир юхӑмӗпе выртакансем хушшинче вакцинациленнисем пулманнине палӑртнӑ.

Максим Забелин ҫакна палӑртнӑ: коронавируса сарӑлма паман профилактика тумалли шанчӑклӑ меслет, ҫавӑн пекех чирсемпе тӗрлӗ йывӑрлӑхсенчен хӑтӑлмалли меслет вацинаци шутланать. Раҫҫейре регистрациленӗ вакцинисем пурте хӑйсен тухӑҫлӑхне кӑтартрӗҫ.

Регионта пӗтӗмпе вакцинацие 1,193 миллион ҫын вӗҫленӗ. Ҫав хушӑрах Сывлӑх сыхлав министерствин тата Роспотребнадзор эксперчӗсем шучĕпе, вакцинаци хăвăртлăхĕ чакни, лару-тӑрӑва ОРВИ сезон ӳсӗмĕ йывӑрлатни тата ытти кӑткӑслатни палăрать.

Пушкăрт Сывлăх сыхлав министерствинче каланӑ тӑрӑх, республикӑра коллективлӑ иммунитета ҫӗнӗ коронавирус инфекцине йӗркелеме 2,485 миллион ҫынна вакцилеме палӑртнӑ.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствинче коронавируса хирĕç вакцинациленнисем мĕншĕн чирлени пирки ăнлантарнă
Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствинче коронавируса хирĕç вакцинациленнисем мĕншĕн чирлени пирки ăнлантарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: