Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх
8 Октябрӗн 2021, 10:47

Районти культура учрежденийĕсене тĕрĕсленĕ

Пишпÿлек районĕ коронавируспа чирлекенсен шучĕпе «хĕрлĕ зонăра».

Районти культура учрежденийĕсене тĕрĕсленĕ
Районти культура учрежденийĕсене тĕрĕсленĕ

Район администраци пуçлăхĕн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен заместителӗ Алексей Данилов район администрацине пӑхӑнса тӑракан учрежденийӗсене ҫитсе, Пушкӑртстан Пуçлăхĕ 2021 ҫулхи октябрӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа ҫырса хунӑ мерӑсене пӑхӑннине тӗрӗслерӗ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров оперштаб ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх коронавирус сарӑлас хӑрушлӑх пирки калакан указа улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫӗнӗ указпа килӗшӳллӗн, музейсене, курав залӗсене, библиотекӑсене, суту-илӳ центрӗсене, илемӗн салонӗсене, косметика центрӗсене, СПА-салонсене, массаж салонӗсене, солярисене, мунчасене, саунăсене, фитнес-клубсене, бассейнсене, обществăлла апатлану заведенийӗсене ҫитсе курма, хула ҫумӗнчи автобуссемпе хула ҫумӗнчи "Орлан" поездсеневакцинаци иртни çинчен сертификат пулсан çеç тата ултӑ уйӑх хушшинче COVID-19 тӳссе ирттернӗ справкӑна кăтартсан кăна кĕме пулать.

Çавӑн пекех 2021 ҫулхи октябрӗн 27–мӗшӗччен — лаборатори тӗпчевӗсем COVID-19 инфекци çуккине çирĕплетекен ПЦР меслечӗ ҫинче справка пулмалла. Октябрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа хула хушшинчи транспортра тата маларах асăннă ҫак заведенисене тата ҫул-йӗрсене ҫитсе курас тесен, COVID-19 хирĕç вакцинаци е ултӑ уйӑх хушшинче коронавируспа чирлесе ирттернӗ ҫинчен калакан справкӑна ҫеҫ палӑртмалла. ПЦР-тест ҫинчен калакан справка вăйра тăмасть.

Район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсен заместителӗ Алексей Данилов район администрацийӗн пӑхӑнса тӑракан учрежденийӗсене ҫитсе, мерӑсене пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Ҫав лару-тӑрура йĕркене пӑснисене тупса палӑртман.

Сăнÿкерчĕкĕ: социаллă сетьсем.

Районти культура учрежденийĕсене тĕрĕсленĕ
Районти культура учрежденийĕсене тĕрĕсленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: