Октябрӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа Пушкӑртстанра 65 ҫултан аслӑрах çынсемшĕн самоизоляци режимне кĕртеҫҫӗ, кун пирки республика Правительствинче оперативлӑ канашлура пӗлтерчӗҫ.
Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ сарӑлнине пула ваттисем валли самозоляци режимне йӗркелеме кирли ҫинчен регионӑн ковид-госпиталӗн тӗп врачӗсем пӗлтернӗ. Тухтӑрсем шӑпах 65+ ÿсĕмрисем нумай вилни тата вӑрах чирлекенсенсем йывар чирлени пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Самозоляци правилисене вакцинациленмен ватӑ ҫынсемпе тата вӑрах чирлекенсемпе хутшӑнакансемпе регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тӗрӗслет.
Сывлӑх сыхлав министерствин ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх Министерствипе пӗрле халӑха ҫӗнӗ чикӗсем йӗркелемелли механизмсене тӗплӗн шухӑшласа пӑхма хушнӑ.
"Мӗнпур муниципалитета ӗҫе ҫапла йӗркелеме ыйтатӑп: 65 ҫулран аслӑраххисем, коронавирусран вакцинациленменнисем, килте ларччӑр. Ку норма пирӗн пулнӑ ӗнтӗ. Ҫулталӑк каялла пулса иртнине аса илетпӗр", — палӑртрӗ Радий Хабиров.
COVID-19 сарăлнине пула «О введении режима «Повышенная готовность» Указа паян улшӑнусем кӗртеççĕ.
МИХ информацийĕпе.