Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
18 Октябрӗн 2021, 09:21

Октябрӗн 18-мӗшӗнчен Пушкӑртстанра коронавируса хирĕçле чиккисен виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вӑя кӗрет

Октябрӗн 18-мӗшӗнче Пушкӑртира COVID-19 хирĕçле чарусен виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вӑя кӗрет.  

Тунтикунран вакцинаци ҫинчен калакан QR-код, справка, чирлесе ирттерни çинчен справка е  чир çуккине çирĕплетекен ПЦР-тест çак вырăнсене ҫӳренӗ чухне кирлĕ пулать:

- илемлӗх салонӗсем;

- косметика, СПА, массаж салонӗсем;

- солярий, мунча, сауна;

- физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем, фитнес-клубсем, бассейнсем;

- обществăлла апатлану заведенийӗсем, унта 50 ытла лармалли вырӑн пулсан.

Аса илтеретпӗр, ПЦР-теста октябрӗн 27-мӗшӗччен кӑна йышӑнӗҫ.

Октябрӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа Пушкӑртстанра патшалӑх тата муниципалитет музейӗсене, театрсене, библиотекӑсене, культура ҫурчӗсене, кинотеатрсене, ҫавӑн пекех массӑллӑ спорт мероприятисене прививка туни çинчен сертификатсӑр, прививка е тӳссе ирттернӗ чир ҫинчен справка илмесӗр ҫӳреме чарнӑ.

Октябрӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак списока суту-илӳ центрӗсем, уйрӑм музейсем, курав залӗсем, библиотекӑсем, кинотеатрсем, концерт залӗсем хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех регионти автобуссемпе хула ҫумӗнчи "Орлан" поезд ҫине билет илме справкăсăре сертификатсӑр юрамасть.

"Башинформ" информацийĕпе.

Октябрӗн 18-мӗшӗнчен Пушкӑртстанра коронавируса хирĕçле чиккисен виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вӑя кӗрет
Октябрӗн 18-мӗшӗнчен Пушкӑртстанра коронавируса хирĕçле чиккисен виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вӑя кӗрет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: