Пушкăртстанра суту-илӳ центрӗсене, парикмахерскисене, массаж салонӗсене, солярисене, мунчасене, саунăсене, физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссене, фитнес-клубсене, бассейнсене тата ытти вырӑнсене кайса ҫӳренӗ чухне унта халӗ вакцинаци иртни çинчен сертификат е справка кӑтартмалла, çавăн пекех хăвăрпа пĕрле паспорт илмелле.
«Подслушано в Башкирии» Telegram-каналра ҫакӑн пек документа Республика çуртӗнче хатӗрленӗ тата алӑ пуснӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. "Башинформ" агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанра COVID-19 хирĕç чарусен виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вӑя кӗнӗ. Халĕ вакцинаци ҫинчен калакан QR-код, чирлесе ирттерни çинчен справка, е ПЦР-тест илемлӗх салонĕсене, косметика, СПА-салонсене, массаж салонӗсене, солярисемпе, мунчасене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене, фитнес-клубсене, бассейнсене, обществăлла апатлану заведенийӗсем килсе ҫӳренӗ чухне кӑтартмалла, унта 50 ытла лармалли вырӑн пулсан.
Ҫак мӗнпур заведенисенче ПР Пуҫлӑхӗн хушӑвӗн требованийӗсене пӑхӑннине тӗрӗслес енӗпе рейдсем ирттереҫҫӗ. Унта килнисен те тивӗҫлӗ справкӑсем пама хатӗр пулмалла.
Ҫакна асра тытмалла: ПЦР-теста октябрӗн 27-мӗшӗччен кӑна йышӑнӗҫ.
«Башинформ» информацийĕпе.