Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
21 Октябрӗн 2021, 13:57

ПЦР-тестсене Раççейре тÿлевсĕр тума планлаççĕ

Ҫакӑн пек пуҫарупа Патшалăх Думӑн депутачӗсем тухрӗҫ.  

ПЦР-тестсене Раççейре тÿлевсĕр тума планлаççĕ
ПЦР-тестсене Раççейре тÿлевсĕр тума планлаççĕ

Ҫакӑн пек пуҫарупа Патшалăх Думӑн депутачӗсем тухрӗҫ.

Алексей Куринный тата Сергей Казанков вице-премьер патне Татьяна Голикована ыйтупа тухнă. "Коммерсант" пӗлтернӗ тӑрӑх, парламентарисем ҫакӑн пек йышӑну чир-чӗр сӑнчӑрне татса пӑрахма пултарать тесе шутлаҫҫӗ. Сӑмахран, Раҫҫей ҫыннисем ОРВИн малтанхи паллисем тӑрӑх тӳлевсӗр тест тума пултараҫҫӗ тата кӑтарту чире кăтартать пулсан тӳрех хӑйсем тӗллӗн самоизоляцие кайма пултараҫҫӗ.

Куринный тата Казанков ПЦР-тест анализне хакӗ пысӑк пулнӑран кашниех тума пултарманине тӗрӗс асӑрхаҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑнпа федераци бюджечӗн шучӗпе тест тума сӗнеҫҫӗ.  «МГ» информацийĕпе.

 

ПЦР-тестсене Раççейре тÿлевсĕр тума планлаççĕ
ПЦР-тестсене Раççейре тÿлевсĕр тума планлаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: