Çутă çул
-23 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
15 Ноябрӗн 2021, 16:34

Паян Пишпӳлекре вакцинации иртмелли специализациленӗ пункт ӗҫлеме пуҫларӗ

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче Пишпӳлекри «Парус» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли пунктра 60 ҫултан аслӑрах граждансем валли ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен вакцинации иртмелли специализациленӗ пункт ӗҫлеме пуҫларӗ. "Ҫамрӑк Гварди" хастарӗсем вакцинацие килнӗ ҫынсене пулӑшрӗҫ. Медицина маскисене валеҫрӗҫ, вӗри чей йӗркелерӗҫ.

Паян Пишпӳлекре вакцинации иртмелли специализациленӗ пункт ӗҫлеме пуҫларӗ
Паян Пишпӳлекре вакцинации иртмелли специализациленӗ пункт ӗҫлеме пуҫларӗ

Паян вакцинаци  иртнисене пурне те лотерея билечӗсем панӑ, вӗсем  тонометр вылявне хутшӑнӗҫ. Выляв 2021 ҫулхи ноябрӗн 18-мӗшӗнче, 13:00 сехетре "Парус" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли пунктра пулать.

Граждансене вакцинацие тунтикунпа кӗҫнерникун 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнмалла. Вакцинацие е ревакцинацие куллен 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен 2-28-42 тата 2-13-94 номерсемпе ҫырӑнма юрать.

Вакцинаци пункчӗ "Парус" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли пунктри медицина кабинетӗнче вырнаҫнӑ: Пишпӳлек ялӗ, Спортивная урамӗ, 1.

Паян Пишпӳлекре вакцинации иртмелли специализациленӗ пункт ӗҫлеме пуҫларӗ
Паян Пишпӳлекре вакцинации иртмелли специализациленӗ пункт ӗҫлеме пуҫларӗ
Автор:
Читайте нас