Республикӑра коронавирусран массӑллӑ вакцинаци малалла пырать. Пушкӑртстан Правительствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, регион 2 454 788 доза тӑван ҫӗршыв вакцинисене илнӗ. Ноябрӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш компонентпа 1 934 880 ҫын сыпӑннӑ. Вакцинацие пӗтӗмпех 1 667 185 ҫын вӗҫленӗ. Ку вӑл халӑха вакцинацилеме тивӗҫлӗ 77,9 тата 67,1 проценчӗ. Талӑк хушшинче прививка 30 488 ҫын тунӑ.
Коронавирус инфекцийӗ регион территорийӗнче сарăлма парас мар енĕпе ĕçлекен штаб ларăвĕнче пирки Пушкӑртстан сывлӑх сыхлавӗн министрӗн заместителӗ Азат Рахматуллин процентпа вакцинациленисен шучĕпе район-лидерсемпе район-аутсайдерсем хăшĕсем пулнине каланă.
"Чир-чӗр кӑтартӑвӗсем чи нумай пулнине Пишпӳлек, Бакалă, Пелепей, Федоровка тата Белорецк районӗсенче фиксацилетпӗр, мӗншӗн тесен шӑпах унта вакцинӑланисен проценчӗ сахал, – терӗ Азат Рахматуллин. –Буздяк, Альшей, Чишма, Чекмагуш тата Уфа районӗсенче проценчӗпе коронавирусран пуринчен те ытларах вакцинациленнĕ".
Ҫав вӑхӑтрах Пушкӑртстанри патшалӑхӑн тӗп санитари врачӗ Анна Казак чирлисен шучӗ пысӑках мар стабилизаци пулса пынине палӑртрӗ.
Республика Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров COVID-19 тест шайӗ чакнине асӑрханӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.