Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
16 Декабрӗн 2021, 20:41

Пушкăртстанăн Сывлӑх сыхлав министерствин пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫула ҫитмен ывӑлне "Спутник М" вакцинăпа вакцинацилесси ҫинчен пӗлтернӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкăртстанăн Сывлӑх сыхлавӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫула ҫитмен ывӑлне Мускавра волонтер вырӑнне "Спутник М" вакцинăпа вакцинацилесси ҫинчен пӗлтернӗ. Кун ҫинчен вӑл ПР Патшалăх Пухӑвӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Ҫавӑн пекех вӑл 12 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитнӗ ҫамрӑксем валли коронавирусран тунă вакцина "Спутник М" Пушкăртстана ҫывӑх вӑхӑтра килесси ҫинчен пӗлтернӗ.
Ҫамрӑксене вакцинацилеме палӑртнӑ "Спутник М" препарата "Спутник V " вакцина никӗсӗпе йӗркеленӗ, ҫавӑн пекех 21 кун интервалпа ҫыхӑннӑ икӗ компонентран тӑрать. Ачасене профилактика прививкисем 15 ҫулччен е ҫула ҫитмен ачисен ашшӗ-амӑшӗпе саккунлӑ представителӗсем ирӗклӗн килӗшсе е тата ҫула ҫитмен ачин 15 ҫултан аслӑрах пулсан, вӗсен ирӗкӗпе профилактика тӗлӗшӗнчен хӑнӑхтарусем ирттерӗҫ.
Максим Забелин ҫавӑн пекех регионти ҫитӗннӗ ҫынсене вакцинаци тумалли планпа ҫыхӑннӑ кӑтартусене аса илтернӗ. Вӑл 80 процентпа танлашать - 2 484 667 ҫын. Республикӑна РФ регистрациленӗ вакцинăсенчен 2,74 миллион ытла доза килнĕ, пӗлтернӗ вице-премьер .
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкăртстанăн Сывлӑх сыхлав министерствин пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫула ҫитмен ывӑлне "Спутник М" вакцинăпа вакцинацилесси ҫинчен пӗлтернӗ
Пушкăртстанăн Сывлӑх сыхлав министерствин пуҫлӑхӗ хӑйӗн ҫула ҫитмен ывӑлне "Спутник М" вакцинăпа вакцинацилесси ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: