Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
22 Декабрӗн 2021, 15:31

"Спутник Лайт" вакцинăпа ревакцинаци тунисен омикрон штаммне хирĕç антителасем тупса палӑртнӑ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

"Спутник Лайт" вакцинăпа ревакцинаци тунисен омикрон штаммне хирĕç антителасем тупса палӑртнӑ
"Спутник Лайт" вакцинăпа ревакцинаци тунисен омикрон штаммне хирĕç антителасем тупса палӑртнӑ

Гамалея ятлӑ наука центрӗн тӗпчевӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, "Спутник V»  прививка тунисен, унтан "Спутник Лайтпа" ревакцинаци тунисен, омикрон штаммне хирĕç антителасем пур. Ревакцинаци хыҫҫӑн юн ҫаврӑнӑшӗнчи омикрона хирĕç антителасен шайӗ кӑшт ҫӳлерех коронавирусӑн юлашки варианчӗ патне вакцинаци хыҫҫӑнхи шайӗнчен тесе палӑртнӑ ученӑйсем. Гамалея центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, коронавирус ҫумне нейтрализациленӗ антителасен шайӗ 6-12 уйӑхран "Спутник V" вакцинаци тунă хыҫҫӑн 11,76 хут чакать.

Хальхи вӑхӑтра "омикрона" тӗнчери 89 ҫӗршывра тупнӑ. Малтанхи вĕсен тӗслӗхĕсене Раҫҫейре декабрӗн 6-мӗшӗнче ЮАРтан килнӗ ҫынсенче палăртнă. Раҫҫейре декабрӗн 21-мӗшӗ тĕлне 41 çынна чир ернӗ.

«МГ» информацийĕпе.

"Спутник Лайт" вакцинăпа ревакцинаци тунисен омикрон штаммне хирĕç антителасем тупса палӑртнӑ
"Спутник Лайт" вакцинăпа ревакцинаци тунисен омикрон штаммне хирĕç антителасем тупса палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: