Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
18 Кӑрлач 2022, 09:32

Эпидемиолог «омикрон» тĕп палăрăмĕсем пирки каласа панă

Ӑҫта ҫын нумай, унта чирлес хăрушлăх ÿссе кайма пултарать, мӗншӗн тесен вӑл пилĕк хут хӑвӑртрах ерет.

Эпидемиолог «омикрон» тĕп палăрăмĕсем пирки каласа панă
Эпидемиолог «омикрон» тĕп палăрăмĕсем пирки каласа панă

Коронавирус инфекцийӗн ҫӗнӗ штаммӑн тӗп паллисем ҫинчен январĕн 18-мӗшӗнче Уфа мэрийӗнче оперативлӑ канашлура ПР штатра тăман тӗп специалист-эпидемиолог, Республикӑри инфекци больницин тӗп врачӗ Азат Мухамедзянов пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, «омикрон» симптомсен шутне вӑйсӑрланни, пуҫ ыратни, сайра-хутра шӑршӑпа апат тутине ҫухатни кĕрет. "Коронавирусӑн ҫӗнӗ штаммӗ ОРВИ евӗрлӗ: ӳт температури 38 градус таран ÿссе каять, çан-çурăм ыратать, сӑмса хупланать, сунас, пыр тӗпӗ пӑсӑлать, кăтăклантарса тăрать, аппетит чакать. Ачасен шатра тухма пултарать. Нумайӑшӗ ҫӑмӑл формӑпа чирлеҫҫӗ, анчах та "омикрон" хӑвӑрт сарӑлать тата бронхӑсемпе ӳпкене хӑвӑрт аркатать. Ӑҫта ҫын нумай, унта чирлес хăрушлăх ÿссе кайма пултарать, мӗншӗн тесен вӑл пилĕк хут хӑвӑртрах ерет", — тенӗ Азат Мухамедзянов.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

Эпидемиолог «омикрон» тĕп палăрăмĕсем пирки каласа панă
Эпидемиолог «омикрон» тĕп палăрăмĕсем пирки каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: