Ҫакӑн пек информацие паян Пушкӑртстанра коронавируса сарӑлма паман оперативлă штаб ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗпе пĕлтернĕ.
Пушкӑртстан вице-премьерĕ — сывлӑх сыхлав министрĕ Максим Забелин каланӑ тӑрӑх, регион COVID-19 черетлӗ хумĕсен активлӑ фазине кӗрет. Республикӑра кӑрлачӑн 25-мӗшӗ тӗлне коронавирус инфекцийӗпе чирленĕ 128 050 ҫын шутланать. Талӑк хушшинче COVID-19 чир ернĕ 388 ҫӗнӗ тӗслӗхе шута илнӗ.
Оперативлӑ кӑтартусемпе палӑртнӑ тӑрӑх, коронавирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ уйрăм хӑрушлӑх зонинче Аскин, Салават, Илиш, Караидель, Стерлибаш районӗсемпе Агидель хули кĕреççĕ. Радий Хабиров лару-тӑрӑва йӗркене кӗртес тата ҫак территорисенче санитарипе эпидемиологи нормисене вӑйлатас енӗпе мерӑсем йышӑнма хушнӑ.
"Омикрон" ҫӗнӗ штамм пирки каланӑ май регион Министерствин ертӳҫи чирлекен пациентсем ялан тенӗ пекех чире ним хӑрамасӑр е ҫӑмӑл формӑпа тӳссе ирттернине палӑртрӗ. Иртнӗ эрнере госпитализаци шайӗ 3,7 процент ҫеҫ ӳснӗ. Ӗнер Пушкăрт медикĕсене нагрузкăран пушатма диспансеризацие чарса хуни паллӑ пулчӗ.
Тухтӑрсем пациентсем патне киле кайма пултарччӑр тесе муниципалитетсем служба автомобилӗсемпе тивӗҫтерме хатӗр пулнине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫак эрнере поликлиникӑна 1 000 ординатор тата 2 000 БГМУ студенчĕ килеҫҫӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров патшалӑх тата муниципалитет влаҫӗн пуҫлӑхӗсене пӑхӑнса тӑракан учрежденисемпе муниципалитет влаҫӗн пӗр пайне дистанци йӗрки ҫине куҫарма май килнӗ таран сӗннӗ.
Оперштаб ларӑвӗнче стационарлӑ социаллӑ пулӑшу учрежденийӗсем автономиллӗ ӗҫ режимне (изоляцие) куҫасси ҫинчен йышӑну турӗҫ.
Регион ертӳҫи ҫавӑн пекех суту-илӳ центрӗсенче тата обществӑпа ҫыхӑннӑ ытти вырӑнсенче концерациленменнисем валли санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑннине тӗрӗслес ӗҫе вӑйлатма хушнӑ.
Максим Забелин каланӑ тӑрӑх, январӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанра пӗрремӗш компонентпа 2 321 820 ҫын прививка тунă. Вакцинацие пӗтӗмпех 2 177 695 ҫын вӗҫленӗ.
«МГ» информацийĕпе.