Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
31 Кӑрлач 2022, 09:09

Республикăри 459 шкул ачине коронавирусран прививка тунă

Пушкăртстанра январĕн 29-мĕшĕ тĕлне 12-18 çулхи 459 шкул ачине «Спутник-М» вакцинăпа прививка тунă. Çакăн çинчен кăшăлвируса хирĕç кĕрешекен оперативлă штабăн ларăвĕнче регионти сывлăх сыхлав ведомствин ертÿçи Максим Забелин пĕлтернĕ.

Республикăри 459 шкул ачине коронавирусран прививка тунă
Республикăри 459 шкул ачине коронавирусран прививка тунă

Çавăн пекех министр прививка тунисем çĕнĕ «омикрон» штама çăмăлрах чăтса ирттернине тата вĕсен 4 % çеç кашăлвируспа чирлеме пултарнине палăртнă.

Паянхи кун тĕлне республикăри чылай муниципалитетсенче прививка тума юранисен шутĕчен 100 процент ытла çынсене вакцина тунă. Прививка кампанин кăтартăвĕ 80 процентран сахалрах хуласен шутне Кумертау, Октябрьски, Сибай тата Белорецк кĕнĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров çÿлерех асăннă муниципалитетсен ертÿçисене вакцина тăвассине вăйлăлатма хушнă. Çавăн пекех вăл пуçлăхсене медицина учрежденийĕсене  ĕçри автомобильсемпе тивĕçтермеллине асăрхаттарнă.

Çавăн пекех министр прививка тунисем çĕнĕ «омикрон» штама çăмăлрах чăтса ирттернине тата вĕсен 4 % çеç кашăлвируспа чирлеме пултарнине палăртнă.

- Тунтикун çак ыйтăва мĕнле татса пани çинчен Уфа хула пуçлăхĕнчен доклад кĕтетĕп. Хула валли хушма 42 автомобиль уйăрмалла, - тенĕ регион ертÿçи.

Юрий СНЕГОПАД.

"Урал сасси" хаçатран.

Республикăри 459 шкул ачине коронавирусран прививка тунă
Республикăри 459 шкул ачине коронавирусран прививка тунă
Автор:
Читайте нас: