Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
3 Нарӑсӑн 2022, 10:05

Раҫҫейре пандеми вӑхӑтӗнче пӗрремӗш хут талăкра 140 пин ытла ҫын коронавируспа чирленӗ

Халӗ пӗтӗм тӗнчипе тухтӑрсем "омикрон" штаммӗ тухнипе ытларах пӑшӑрханаҫҫӗ.

Раҫҫейре пандеми вӑхӑтӗнче пӗрремӗш хут талăкра 140 пин ытла ҫын коронавируспа чирленӗ
Раҫҫейре пандеми вӑхӑтӗнче пӗрремӗш хут талăкра 140 пин ытла ҫын коронавируспа чирленӗ

Юлашки кун хушшинче Раҫҫейре 141 883 чирленӗ ҫынна регистрациленӗ. Ҫакӑн пек ӳсӗм пандеми вӑхӑтӗнче пӗрремӗш хут пулнӑ.

Чи нумай чирлекен Мускавра (23 784), Санкт-Петербургра (19 234) тата Мускав облаҫӗнче (10 188) регистрациленӗ. 

Юлашки 3 кун 120 пинрен сахал мар этем кашни кун чирленӗ.

Халӗ пӗтӗм тӗнчипе тухтӑрсем "омикрон" штаммӗ тухнипе ытларах пӑшӑрханаҫҫӗ. Январӗн 26-мӗшӗ валли Раҫҫейре чи нумай ҫын ҫак штаммпа чирлеме пуҫланӑ, вӑл "Дельта" штаммран та мала тухнӑ.

РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин "омикронӑн" ҫӑмӑл юхӑмӗ ҫине шанмалла мар тата Covid-19 хирӗҫ вакцинаци тумалли пирки каланă.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/raeyre-pandemiya-vkhtnche-prremsh-khut-sutkara-140-pin-ytla-yn-koronaviruspa-chirlen

Раҫҫейре пандеми вӑхӑтӗнче пӗрремӗш хут талăкра 140 пин ытла ҫын коронавируспа чирленӗ
Раҫҫейре пандеми вӑхӑтӗнче пӗрремӗш хут талăкра 140 пин ытла ҫын коронавируспа чирленӗ
Автор:
Читайте нас: