+3 °С
Уҫҫӑнах
Вырсарникун çеç чирлисен шучӗ 950 ытла пулнӑ.
Паянхи куна коронавирус инфекциллӗ 1492 ҫӗнӗ пациента регистрациленӗ. Вӗсенчен 229-шӗ стационарта, ҫав шутра 60 ҫултан аслӑраххисем — 141, вӗсенчен хӑш-пӗрисем йывӑр лару-тӑрура — 35, виҫҫӗшне ИВЛ аппаратпа çыхăнтарнă.
Талӑк хушшинче 18 пациент COVID-19 пула вилнӗ.
Пациентсен шучӗ талӑкра 34 çынна ӳснӗ.
Паянхи куна Пушкӑртстанра пурӑнакан 2 377 780 ҫынна вакцинациленӗ (планран 95,6%). Пӗтӗмӗшле вакцинацие 2 216 575 ҫын (вакцинацилеме тивӗҫлӗ халӑхăн 89,2%) вӗҫленӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.