Медицина наукисен докторӗ, БГМУ профессорĕ Науфаль Загидуллин "омикронпа" чирлесе ӳкнисен шучĕ пысӑк пулнине пӑхмасӑрах — "дельтӑпа" тата ытти штаммсемпе танлаштарсан, 5—10 хут хӑйне хӑй вӗлерме пултарать тесе шутлать.
"Эпир коронавирус вăйсăрланать тесе калама пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл хӑйпе хӑй кӗрешет, кашни штамм малтанхинчен ытларах ерет пулсан та, вӑл маларах пулнине хăй сыхланса юлас тесе ҫӗнтерет. Хăвăрт ерекеннине вара пӗр енчен ҫӑмӑлрах чăтса ирттерме пулать, тепӗр енчен — ҫӑмӑлрах иртет", — каласа пачӗ БСТ каналти ток-шоура "Честно говоря" Науфаль Загидуллин.
Науфаль Загидуллин "омикронӑн" тӗп уйрӑмлӑхӗсене пӗлтернӗ. Дельта-штамм ӳпкене сиенлетнĕ пулсан, ковидăн ҫӗнӗ вариачĕ, тӗпрен илсен, çыннăн карланкинче тата трахейăра йӑва ҫавӑрать, симптомсем тӑрӑх бронхит пек туйӑнать. Ҫакӑ ӑна витӗмлӗрех тӑвать те, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑрушсӑртарах та — чылай чухне "омикрон" сывлӑш ҫитменлӗх патне илсе ҫитермест.
"Омикрон" чӑнах та ытлашши хăрушă мар, анчах та ҫыннӑн тарана кайнă чир-чӗр, пӳре, пӗвер, онкологи чирӗсем пур чухне йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Акӑ кунта йывӑр симптомсем пуласса кӗтме пулать, ҫитменнине тӗп чиртен", — тесе ӑнлантарчӗ профессор.
Науфаль Загидуллина каланӑ тӑрӑх, коронавируса профилактика тумалли тӗп меслет вакцинаци юлать. Специалистсен сӑнавĕсем тӑрӑх, больницӑсенче вакцинациланнă тата прививка тумман ҫынсене шайлашăвĕ —1:9 яхӑн.
«Башинформ» информацийĕпе.