+3 °С
Уҫҫӑнах
Февралӗн 10-мӗшӗнче асӑннӑ даннӑйсене регионти оперативлӑ штаб тӑратрӗ.
Абсолютлӑ рекорда кашни кун чирлесе ӳкнин мониторингӗнче палăртнă — 2801, ҫакӑ февралӗн 9-мӗшӗнчен те 300 самант нумайрах. Ҫак инфекципе Пушкӑртире чирлисен йышӗ январӗн вӗҫӗнчен кинет нумайланма пуҫланнӑ.
Республикӑри чирлесе ӳкнӗ ҫынсен пӗтӗмӗшле шучӗ — 151 161. 408 чирлӗ ҫынна талӑк хушшинче госпитализациленӗ. 2106 ҫын сывалнă.
Коронавируспа чирленине ҫирӗплетнӗ тата 11 ҫын вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа пӗтӗмпе 4876 чирлӗ ҫын вилнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.