Пушкӑртстанра юлашки талӑк хушшинче коронавирусӑн 3789 ҫӗнӗ тӗслӗхне тупса палăртнă тата 16 ҫын вилнӗ.
Паян, февралӗн 14-мӗшӗнче, ковидпа чирлесе ӳкнисен пӗтӗмӗшле йышӗ Пушкӑртстанра 164 708 ҫын шутланать. Стационарта 327 ҫын, ҫав шутра 200 пациент 60+ ÿсĕмре, йывӑр лару-тӑрура — 23. ПР Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, амбулаторире (килĕсенче) 23 413 ҫын сипленет, ҫав шутра 3488 пациент 60+ ÿсĕмрисем.
Иртнӗ талӑк хушшинче 701 ҫын сывалса тухнă. Пӗтӗмӗшле илсен, пандеми пуҫланнӑранпа — 136 022 ҫын сывалса тухнă. Коронавирусран 4946 ҫын, ҫав шутра 4209 ҫын 60+ ÿсĕмрисем вилнӗ.
Юлашки талӑк хушшинче пневмонийăн 45 тӗслӗхне тупса палӑртнӑ. Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанра пӗтӗмпе 2 965 558 доза Covid-19 вакцина ҫитнӗ. Вакцинацие пӗтӗмпех пӗрремӗш тата иккӗмӗш компонентсем — 2 264 882 ҫын вӗҫленӗ.
Вакцина талӑк хушшинче регионти 1554 ҫын илнĕ. Февралӗн 14-мӗшӗ тӗлне коронавирусран "Спутник М" вакцинăпа 2 880 12-17 ҫула ҫитнӗ ача прививка тутарнă.
«МГ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.