Пушкӑртстанра кӑшӑлвируспа Covid-19 тата икĕ ҫын вилнӗ, пӗлтерет ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.
Паянхи куна, майӑн 20-мӗшӗнче, Пушкӑртстанра ковид-19 чирленӗ ҫын шучӗ 287 586 ҫынпа танлашать. Стационарта 131 ҫын, ҫав шутра 60+ 84 пациент, йывӑр чирлеççĕ — 25 ҫын.
Медиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, амбулаторилле килĕсенче 569 ҫын, ҫав шутра 196 пациент 60+ сипленет. Иртнӗ талӑкра 59 ҫын сывалнă. Пандеми пуҫланнӑранпа пӗтӗмпе 281 231 ҫын сывалса тухнă.
Коронавирусран 5655 ҫын, ҫав шутра 60+ ÿсĕмре 4878 ҫын, вилнӗ. Юлашки талӑкра ÿпке пневмонийĕпе чирленĕ 16 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.
Майӑн 20-мӗшӗнче "Спутник М" коронавирус вакцинӑран 6 940 ҫын сыпӑннӑ. Вакцинӑланӑ 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫити ачасен шучӗ 1 компонентпа – 5 928, 2 компонентпа – 4 738.
«МГ» информацийĕпе.